Шупашкарти Экономика форумӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗ хӑнасене хамӑр патра ӑсталанӑ япаласемпе паллаштарчӗ

Аслӑ шкулти наука ӗҫченӗсемпе студентсем вӗсене республикӑри предприятисемпе пӗрле шутласа кӑларнӑ. Сӑмах май, университетра импорта чакарассипе 4 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. 

Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ регионти предприятисемпе тачӑ ҫыхӑнура. Аслӑ шкулта студентсемпе аспирантсем, наука ӗҫченӗсем предприятири специалистсемпе ку е вӑл ҫӗнӗлӗхе шутласа кӑларассипе ӗҫлеҫҫӗ. Университетра ҫакна валли ятарлӑ лабораторисемпе кирлӗ хатӗрсем пур. Экономика форумӗнчи курава килнӗ хисеплӗ хӑнасене аслӑ шкулта пурнӑҫа кӗртнӗ 3 проектпа Евгений Кадышев проректор паллаштарчӗ. Сӑмахран, химипе фармацевтика факультечӗн лабораторийӗнче студентсем нефть тата газ уҫлакан промышленноҫра усӑ курмалли резин хатӗрсем шутласа кӑларнӑ. Вӗсем пӑрӑхсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтарма, ҫӗр айӗнче ҫирӗплетме кирлӗ. Унччен ҫакнашкал япаласене чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ пулсан, халь Чӑваш Енре туса кӑларнисемпе пӗтӗм ҫӗршыва тивӗҫтереҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Михаил Солин