Юрӑра - халӑх чунӗ, тӗнче курӑмӗ

Наци библиотекин "Мерчен" ят панӑ музыка тӗпелӗнче Земфира Яковлева пухса кӑларнӑ чӑваш халӑх юррисен антологине пахаларӗҫ. "Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ" кӗнеке автор 85 ҫул тултарнӑ тӗле кун ҫути курнӑ.

Земфира Кузьминична юпа уйӑхӗнче 85 тултарчӗ - "Еткер" фольклор ансамблӗн янкӑс саслӑ хастар ертӳҫине ватӑ тееймӗн. Мӗн пӗчӗкрен халӑх пултарулӑхӗпе интересленнӗскер, кун-ҫулне тӗппипех ҫак сӑваплӑ ӗҫе халалланӑ.  Вӑл кулленхи йӑла-йӗрке илемне те, кукашшӗ-кукамӑш юррисене те аван астӑвать.

Юрӑра - халӑх чунӗ, тӗнче курӑмӗ, самана сӑнарӗ. "Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ" кӗнекере - Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Элӗк, Муркаш, Красноармейскипе Вӑрнар тӑрӑхӗсенче ҫырса илнӗ тӗрлӗ уяв юррисен сӑмахӗсемпе нотисем.

Ку юрӑсене канӑҫсӑр чун-чӗреллӗ Земфира Яковлева 30-40 ҫул пуҫтарнӑ. Ӑна ҫул кӑтартаканӗ "Уяв" халӑх ансамбльне йӗркелесе ӗмӗрӗпе ертсе пыракан Зинаида Козлова пулнӑ иккен.
Хӗрлӗчутайсен "Чавал" ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Савинкин ҫак паха кӗнекене тепӗр 100 экземпляр хушса кӑлармалӑх сертификат парнелерӗ. Ӗҫтешӗсем Земфира Кузьминичнан тапса тӑракан пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ.

Автор тиражӑн пӗр пайне наци библиотекин фондне парнелерӗ. Земфира Яковлеван тӗллевӗсем пысӑк-ха: ӗҫӗ нумай. Тури чӑвашсем хушшинче пуҫтарнӑ юрӑсем те кӗнекене пурте кӗмен.

 

Марина Карягина, Олег Цыпленков