Йӗрке хуралӗнчи тӑватӑ ураллӑ туссем

Вӗсем йӗрке пӑсакана тытса чарма та, инкек-тавраш тухас пулсан йывӑрлӑха лекнӗ ҫынна ҫӑлса хӑварма та пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енре шалти ӗҫсен министерствинче ӗҫлекен кинологсен Пӗтӗм Раҫҫейри тупӑшӑвӗ пырать.

Киревсӗр ӗҫ тунӑ ҫынна тытса чарасси ҫак йытӑсемшӗн кулленхи юратнӑ хӑнӑхтару. Хуҫи тӗллесе кӑтартнӑ ҫын ҫине вӗслеттерсенех вӗсем урса кайса чупма пуҫлаҫҫӗ. Тӑшмана пӗр самантрах хуса ҫитсе ярса илеҫҫӗ. Кинолог чупса пырса ятарлӑ хушу памасӑр та ҫыртса лартнӑ ҫынран хӑпмаҫҫӗ. Ӑна шӑлран вӗҫертсен те куҫран ямасӑр сыхлаҫҫӗ. Ҫапла пулмалла та чӑн-чӑн хурал йытти. Ҫӗршыв шайӗнчи чемпионата 71 регионтан тата Беларуҫ республикинчен 220 ытла кинолог килсе ҫитрӗ. Кашнийӗн хӑйпе пӗрле тватӑ ураллӑ юлташӗ пур.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров