Йӗпреҫри пӗртен пӗр физкультурӑпа спорт комплексне ҫулталӑк юсаҫҫӗ 

Поселокра пурӑнакансене ҫакӑ чӑннипех те пӑшӑрхантарать. Хӑҫан сывлӑха ҫирӗплетме май пулӗ-ши, теҫҫӗ вӗсем?

Йӗпреҫри "Патвар" спорт комплексӗнче юсав пӗлтӗр кӗркунне пуҫланнӑ. План тӑрӑх урай ҫӗнетмелле тата бассейнри гидроизоляцине йӗркене кӗртмелле пулнӑ. Ҫакӑн валли республика хыснинчен 4 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн, подряд организацине 4 уйӑх вӑхӑт панӑ.  Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. 

 

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Никита Углев