Йӗпреҫ районӗн тӗп больници пӗлтӗр ҫулларанпа юсавра

Халӑха унӑн ҫуркуннех йышӑнма пуҫламалла пулнӑ. Объектри ӗҫе мӗншӗн вӑхӑтра вӗҫлемен тата поликлиника уҫӑласса йӗпреҫсен хӑҫанччен кӗтмелле? Ку ыйтупа районта пулнӑ май  Олег Николаев кӑсӑкланчӗ. 

Йӗпреҫ районӗнчи тӗп больницӑна ҫур ӗмӗр каяллах хута  янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗпрен юсаман. Пӗлтӗр республика бюджетӗнчен ҫурта ҫӗнетме тата ун таврашне йӗркене кӗртме 24 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Мӗн-пур ӗҫе вӗҫлеме подрядчике ҫур ҫул панӑ. Анчах рабочисен вӑхӑтра ӗлкӗрме май килмен. Палӑртнине пурнӑҫлама маларах ҫурт экспертизине туманни "ура хунӑ". Подрядчик каланӑ тӑрӑх, проектпа смета документацийӗнче чылай ӗҫе шута илмен. Юсава пуҫӑниччен ҫутӑ тытӑмне тӗпрен улӑштарма тивнӗ. Стенапа урая сӳтсен хӑш-пӗр вырӑнта ҫӗннине хума чӑрмантарнӑ кивӗ материал сийӗсем тухнӑ. Ҫавӑнпа та халӗ поликлиника 80 процент чухлӗ кӑна хатӗр. 

 

Алиса Александрова, Анжелика Артемьева, Виктор Степанов, Никита Углев