"Ясна" этнокомплекса тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ форума пухӑнчӗ

"Ясна" этнокомплексра ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумӗ иртет. Республикӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 50 ҫамрӑк чӑваш йӑли-йӗркипе культурине тӗпчеҫҫӗ, пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашаҫҫӗ.

Кӗвӗ хатӗрӗсем ӑсталакан Николай Фомиряков форума хутшӑнакансене чӑвашсен музыка инструменчӗсемпе паллаштарчӗ. Янӑравлӑ шӑхлич тумалли материала вӑл вӑрманта шырать. Ҫавӑн пекех пултӑран, хӑмӑш, йывӑҫ, тӑм усӑ курать. Николай Фомиряков пек ӑста таврара сахал. Ҫамрӑксем ӑна  кӑсӑклансах итлерӗҫ. Ҫавӑн пекех яш-кӗрӗм чӑваш наци апатне пӗҫерме, тӑмран тӗрлӗ тетте ӑсталама, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме  тата ташлама вӗренчӗ. Ҫамрӑксен форумне йӗркелекенӗсем - Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗ тата национальноҫ ӗҫӗсен федераци агентстви.

Ҫӗннине, кӑсӑклине чылай пӗлтӗмӗр, теҫҫӗ яшсемпе хӗрсем. Форума хӑнасем килсех тӑчӗҫ. Фольклористсем, ӑсчахсем, куҫаруҫӑсем, ӳнерҫӗсем тӗл пулчӗҫ ҫамрӑксемпе.

 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов