Яланах янкӑс саслӑ юрӑ янӑратӑр

Республика йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ тапхӑрта Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри Культура ҫуртне тӗпрен юсаса пӗтерчӗҫ. 

Шупашкартан 55, Ҫӗрпӳрен 18 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чурачӑк пӗр хушӑ, 1944-1959-мӗш ҫулсенче, район центрӗ те пулнӑ, шӑпах ҫав вӑхӑтра, 57-мӗш ҫулта, кунти Культура ҫурчӗн никӗсне янӑ, 59-мӗш ҫулта ҫӗклесе лартнӑ. Кивелсе ҫитнӗ клуба паянхи кунпа килӗшӳллӗн  ҫӗнетмеллех пулнӑ. Культура ҫуртне тӗпрен юсама республика хыснинчен 7 миллион, районӑннинчен 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн.  Роза Лизакова культура министрӗ республика ертӳҫине Олег Николаева Чӑваш Енри культура аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви уяв тӗлне кӑларнӑ "Чувашия - древняя и вечно молодая" ятлӑ чаплӑ кӗнекене парнелерӗ. 

 

Марина Карягина, Олег Цыпленков