Вӗсен килӗсене 6 ҫул каяллах пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑнма пултарнӑ 

Пирӗн сюжет хыҫҫӑн прокуратура Красноармейскинчи темиҫе кивӗ ҫурт тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. 

Ленин проспектӗнчи ҫуртсене 80-мӗш ҫулсен варринче газпа тивӗҫтерекен компани туса лартнӑ - унта ӗҫлекенсене ҫапла вӑхӑтлӑх пурӑнмалли кӗтес уйӑрнӑ. 2006-мӗш ҫулта пурлӑха ял тӑрӑхӗн, кайран вара район харпӑрлӑхне куҫарнӑ. Вырӑнти влаҫсем  кунта черетре тӑракансене социаллӑ майпа тара парса вырнаҫтарнӑ. Халӗ 50 пӳлӗмре 100 ҫын шутланса тӑрать. Анчах ҫуртсенче хӑрушӑ лару-тӑру: тӑрри юхать, чӳречесемпе стенасем ҫурӑлса кӑвакарнӑ, урайӗ ҫӗрсе пӗтнӗ, коммуникацисем юрӑхсӑра тухнӑ.  Ҫуртсенче  пурӑнакансем ыйтнипе вӗсенче 2016-мӗш ҫултанпа  4  тӗрӗслев ирттернӗ - кашнинчех кунта пурӑнма юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Анчах прокуратура тӗрӗслевсене саккуна пӑсса ирттернине палӑртнӑ: ведомствӑсен хушшинчи муниципаллӑ комисси йышӗнче ятарлӑ специалистсем пулман, шӑпах вӗсем ҫурт юхӑннӑ пирки йышӑну тӑваҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура вырӑнти администрацине представлени панӑ - ҫывӑх вӑхӑтра ҫуртсен юрӑхлӑхне палӑртма тепӗр тӗрӗслев ирттерме хушнӑ, унта яваплӑ специалистсем те пулмалла. 


Ирина Николаева