Вӗсен ҫитӗнӗвӗсем паян кун та хавхалантараҫҫӗ. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ чемпионӗсем ҫамрӑк спортсменсемпе тӗлпулчӗҫ

30 ҫул каялла ҫак вӑхӑтра Барселонӑри 25-мӗш ҫуллахи Олимп вӑййисем пынӑ. Вӑл спорт аталанӑвӗн историнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ун чухне Чӑваш Енӗн ҫӑмӑл атлечӗсем калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Валентина Егорова марафон чупса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хӑвӑрт утас енӗпе Елена Николаева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чӑваш хӗрӗ Барселонӑра иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисенче мала тухни, Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче  ҫӗклени пуриншӗн те пысӑк уяв пулнӑ.  Ун чухне 28 ҫулти Валентина  42 ҫухрӑм та 195 метр чупса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫей ҫӑмӑл атлечӗсем халӗ те ҫак спорт тӗсӗнче ун пек ҫитӗнӳ туман. "Ҫанталӑк 30-35 градус шӑрӑхчӗ, дистанци питӗ йывӑр, апла пулин те пӗрре те каялла чакас шухӑш пулман, " - аса илет Олимп чемпионӗ. 1992-мӗш ҫулти Олимп вӑййисенче чӑваш спортсменӗсем харӑсах икӗ пысӑк ҫитӗну тунӑ. Сӗнтӗрвӑрри хӗрӗ Елена Николаева хӑвӑрт утас енӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл  Китай спортсменӗнчен финиша пӗр ҫеккунт каярах ҫитнӗ. Апла пулин те Олимп вӑййисен чи хаклӑ парнине - ылтӑн медале - Елена Николаева тепӗр 4  ҫултан Атлантӑра тивӗҫнӗ. Елена Николаевапа пӗрле Етӗрне хӗрӗ Алина Иванова та старта тухнӑ.  Унӑн та медаль илес шанӑҫ пулнӑ, анчах тӳресем ӑна вырӑн  паман. Чӑваш атлечӗсен курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗсем ҫамрӑк спортсменсене паян та хавхалантараҫҫӗ.


Елена Дмитриева, Виктор Степанов