Вӗсем каникул вӑхӑтӗнче те ӑсталӑха туптама чарӑнмаҫҫӗ

"Жемчужина Чувашии" санаторире ҫак эрнере ҫуллахи  ташӑ лагерӗ ӗҫлет. Унта 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи пултаруллӑ ачасем  пухӑннӑ. Вӗсем валли кашни кун 4-шар ӑсталӑх урокӗ иртет. 

Зала пухӑннисенчен ытларахӑшӗ, кунта вара 160 ача, илемлӗ хусканусем тума тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ. Вӗсем ташӑ кружокне пӗр ҫул кӑна мар ҫӳреҫҫӗ. Апла пулин те ҫакӑн евӗр ӑсталӑх урокӗсем ҫав тери усӑллӑ. Кунта ачасем ҫӗнӗлӗхсемпе паллашаҫҫӗ, хӑйсен стильне суйласа илеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ятарлӑ смена нумай ачана илӗртет. Пӗрремӗш лагерь 5 ҫул каялла уҫӑлнӑ. Унта ҫулсерен хамӑр республикӑран кӑна мар, ытти регионтан та вӗренекенсем пухӑнаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта Коми, Чулхула, Тутарстан, Самар, Пенза тӑрӑхӗсенчи ташӑҫсем пулса курнӑ. Смена 10 куна тӑсӑлать. Кашни кун ачасен 4 урок. Лагерь 2 сменӑпа ӗҫлет. Ҫак вӑхӑтра кунта 300 ача каннипе пӗрлех ӑсталӑхне ӳстерӗ.


Надежда Александрова, Святослав Петров