Вӗсем хӑйсен профессийӗ чӑн-чӑн  арҫын валли теҫҫӗ

Шупашкарта кирпӗч хуракансен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ. Ӑна 2010-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. 

Конкурс лаптӑкӗ строительсен йӑлана кӗнӗ ӗҫ вырӑнӗнчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Тӗп хулари Короленко урамӗнче ҫӗкленекен ҫурт - ӑсталӑха кӑтартмалли чи меллӗ объект. Вӑл 3 хутлӑ, унсӑр пуҫне ӑна пӗтӗмпех кирпӗчрен тӑваҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем те ҫурт стенисене купалас ӗҫе хӑйсен тӳпине хыврӗҫ. Пурте пысӑк опытлӑ. Кашни кирпӗч хуракана пулӑшса пыракан та пур. Туслӑ та хӑвӑрт ӗҫлекенсем кӑна норма тултарма пултараҫҫӗ. Уйӑрса панӑ 5 сехетре пӗр кубла метр таран стена ҫӗклемелле строительсен. Ятарлӑ комисси кашни ҫитменлӗхе асӑрхаса тӑрать.


Надежда Александрова, Михаил Солин