Вӗри кӑмӑлпа уйрӑлса тӑракан артист

Танина Лодоре тесен, Питӗрте пурӑнакан джаза юратакансем тӳрех пӗлеҫҫӗ: ку - хӑйне евӗр юрӑҫ. Унӑн чӑн ячӗ - Татьяна Силодорова, вӑл Ҫӗпӗрте ҫуралса ӳснӗ чӑваш хӗрӗ.

Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ унӑн Питӗр хулинче иртнӗ концертӗнче пулса курчӗ.

Татьянӑн репертуарӗнче -  джазпа ретро. Хӑйне ҫак жанрсенче тупнӑ юрӑҫӑн асра юлмалла хӑйне евӗр сӑн-сӑпачӗ, ҫураҫуллӑ хусканӑвӗсем, янкӑс сасси куракана тӳрех тыткӑна илеҫҫӗ. Солист ушкӑнӗнчи кашни музыканта уйӑрса хӑйпе тан ҫӗклеме пӗлет. Чӗрӗ саспа юрлакан артист сцена ҫинчех тум улӑштарать - куракан куҫӗ умӗнчех урӑх сӑнарлӑ пулса ялкӑшать. "Италирен килнисемпе калаҫатӑп-и, испанецсемпе хутшӑнатӑп-и е Бразили хӑнисемпе - мана пурте хӑйсен ҫынни пек йышӑнаҫҫӗ,  анчах эпӗ чӑн чӑваш хӗрӗ - атте-анне Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ", - тет Татьяна.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев