Вӗренме нихӑҫан та кая мар 

Тӗп хулара 50 ҫултан иртнисене повар ӗҫне алла илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Вӗренӳ программипе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кӑсӑкланчӗ. 

Шупашкарти апат-ҫимӗҫ технологийӗпе коммерци техникумӗнче 50-ран иртнисене повар ӑсталӑхне вӗрентме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ профессие тӳлевсӗр алла илме май туса панӑ. Шупашкарта пурӑнакан Маргарита Батракова нумаях пулмасть пандемипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пула ӗҫсӗр юлнӑ. Хӗрарӑм ҫухалса кайман - тахҫанах апат пӗҫерекен пулма ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртме шут тытнӑ. 

 

Алена Артемкина, Семен Антонов