Вӑрнарсем химик кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ

Ҫитес канмалли кун - хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен професси уявӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑна паян паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑрнарсем вара шавлӑ ӗҫ-пуҫ ыран ирттереҫҫӗ. Ҫакӑншӑн "Август" фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ яваплӑ. Хальхи вӑхӑтра уяв лаптӑкне тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.

Заводри ҫак цех чарӑнмасӑр ӗҫлет. Кунта ҫум-курӑка, ӳсен-тӑран чир-чӗрне, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ кӗрешмелли им-ҫам валли полимер савӑтсем тӑваҫҫӗ. Ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк. Пурӗ заводра 100 ытла тӗрлӗ хутӑш кӑлараҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятисене ку пысӑк пулӑшу. Завод им-ҫампа Раҫҫейри компанисене ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисене те тивӗҫтерет. Кӳршӗллӗ ҫӗршывсемпе, Колумбипе, Эквадорпа, Туниспа, Египетпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Пахчаҫӑсем  пирки те манмаҫҫӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра 300 миллион тенкӗ инвестици явӑҫтарма палӑртнӑ. Санкцисене пӑхмасӑр завод ӑнӑҫлӑ аталанать. Им-ҫам туса кӑлармалли тӗрлӗ хутӑш та ҫителӗклӗ. Производство калӑпӑшӗ 10 процент ӳснӗ. Хальлӗхе предприятире 700 ытла ҫын тӑрӑшать. Ытларахӑшӗ, паллах, вӑрнарсем. Ҫавӑнпа та Химиксен кунне кунта анлӑ уявлаҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ вырӑнти паркра иртӗ. Сӑмах май, ҫак илемлӗхе заводра тӑрӑшакансем пӗтӗмпех хӑйсем тунӑ. Кӑҫал чӗрӗ чечексем ҫеҫ мар, тимӗртен шӑратса тунӑ кӗл чечексем те хӑнасен кӑмӑлне хӑпартӗҫ. Ӑна "Август" завод ветеранӗ ӑсталанӑ. Унсӑр пуҫне артистсем валли хывӑнса-тӑхӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗм те хатӗрлеҫҫӗ. Ара, хӑнана "Земляне" паллӑ ушкӑн килет-ҫке! Сценӑнана та ҫӗнетеҫҫӗ. Уява ҫавӑн пекех Донбасс тӑрӑхӗнчи артистсене кӗтеҫҫӗ. Программа кӑсӑклӑ та анлӑ пулӗ. Уяв ирхи 11-тен пуҫласа каҫхи 10-ченех  кӗрлӗ.


Вероника Павлова, Андрей Шоклев