Вӑхӑтра пулӑшу пани пӗлтерӗшлӗ 

Ытларах чухне ҫынсем чӗре чирне пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.  Вӑхӑтра пулӑшу кӳрсен инфарктпа аптраса кайнисен 80 процентне ҫӑлма пулать, теҫҫӗ тухтӑрсем. 

Чӗре чирӗсенсен инфаркт - чи хӑрушши. Вӑл тӑрук аптратма пултарать. Ун пек чухне ҫынна пӗр сехет хушшинче медицина пулашӑвӗ кӳмелле. Ҫакна тухтӑрсем "ылтӑн вӑхӑт" теҫҫӗ. Чир вӑй иличчен пациента ҫӑлса хӑварма пулать. Инфарктпа аптранӑ ҫынна Республикӑри кардиологи диспансерне е клиника больницине илсе килеҫҫӗ. Кунта ун сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ. Кӗске вӑхӑтра электрокардиограмма е ультрасасӑ тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ.

 

Алёна Артёмкина, Игорь Ульянов