Уяв ӗҫ-пуҫне Совет Федерацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Фёдоров хутшӑнчӗ 

Салам сӑмахӗсене вӑл тӗрлӗ организацие илсе ҫитерчӗ.

Николай Васильевич Росгвардин регионти управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. "Ҫӗршыв Президенчӗ Наци гвардийӗн ҫарӗсене туса хунипе мӑнаҫланатпӑр. Эсир Раҫҫей империйӗн саманинчех йӗркеленнӗ хӗҫ-пӑшаллӑ отрядсен йӑлисене малалла тӑсаканӗсем", - терӗ вӑл.  Вице-спикер Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче те хӑнара пулчӗ. Ветеринари клиникин ӗҫӗпе кӑсӑкланчӗ.  Ӑна вӗренӳ учрежденийӗ пӗлтӗр хута янӑ. Кунта специалистсем студентсене ӑсталӑхне туптама пулӑшаҫҫӗ.  

 

Екатерина Фомина, Анжелика Артемьева, Виктор Степанов