Унӑн кашни хайлавӗ ырра вӗрентет

Вӑл паллӑ тележурналист, СССР писателӗсен пайташӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ пулнӑ, халӑхра чылай ырӑ ӗҫпе асра юлнӑ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районне кӗрекен Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫрӗҫ. Унта Чӑваш Енрен пынӑ сумлӑ ушкӑн хутшӑнчӗ.

Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле 60 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ авалхи чӑваш ялӗ тӗлӗнмелле илемлӗ вырӑнта никӗсленнӗ. Кунти асамлӑ  вырӑнсем чылай ҫынна тӗрлӗрен пултарулӑх ӗҫӗнче аталанма хавхалану панӑ. Ҫавӑнпах пулӗ, Ялавӑр ҫӗршывӗпех пӗлекен мухтавлӑ ентешсемпе палӑрса тӑрать. Вӑл йышра: СССР халӑх артисчӗ пулнӑ Алексей Ургалкин тата Петр Маркин ҫыравҫӑ. Ялти кӑҫал 165 ҫул тултарнӑ шкул вара Алексей Дмитриев Совет союзӗн геройӗ ячӗпе хисепленет. Кунта паян 95 ача ӑс пухать. Чӑваш Енрен килнӗ ушкӑн вӗренекенсемпе тӗлпулу йӗркелерӗ. Маркин пултарулӑхне аса илсе ачасене пурнӑҫ илемне асӑрхама, тӑван тӑрӑхпа халӑх пуянлӑхне тивӗҫлипе хакласа упрама вӗрентрӗҫ.

Чӑваш пулсан та, ытларах ҫынна ӑнланма пултӑр тесе Петр Маркин вырӑсла ҫырнӑ. Салтака кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑл пӗр вӑхӑт Балашов тӑрӑхӗнче, Хусанта, унтан Шупашкарти "Ҫамрӑк коммунист" хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ. Каярахпа 22 ҫул чӑваш телевиденийӗнче ӗҫленӗ. Пурнӑҫӗн ытларах пайне Шупашкарта ирттернӗ пулсан та, шухӑшсемпе яланах ҫуралса ӳснӗ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ ачалӑхӗнчи йывӑр кунсем пирки уйрӑмах тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Унӑн хайлавӗсем тӑрӑх "Мелодия леса", "Стёпушкино поле" тата "На берегах Малейки" ятлӑ фильмсем ӳкернӗ. Ҫак тата ытти ӗҫсемпе Петр Маркин чылай хисепе тивӗҫнӗ. Халӗ вара ун ячӗпе тӑван ялӗнче палӑк та пулӗ. Ҫак ырӑ ӗҫре уйрӑмах Ялавӑрта пурӑнакан Валерий Харитонов тӑрӑшнӑ. Пётр Григорьевичпа пӗрле вӑл пысӑк ӗҫсем тума палӑртнӑ пулнӑ. Анчах та ӗлкӗреймен. Ҫыравҫӑ чӗри пӗлтӗр тапма чарӑннӑ.

Мал ӗмӗтлӗ, талпӑнса ӗҫлекен ҫыравҫӑн пурнӑҫланса ӗлкереймен шухӑшӗсем ентешӗсене ырӑ ӗҫсем тума хистеҫҫӗ. Сӑмах май, ҫак бюст авторӗ те Чӗмпӗр чӑвашӗ - Николай Кондрашкин скульптор. Петр Маркина курса калаҫма тӳр килмен пулсан та хӑйӗн юлташӗ тет вӑл.
Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунтах иртнӗ ҫулсенче пуҫаруллӑ ял-йыш Алексей Ургалкинӑн бюстне лартнӑ. Мухтавлӑ чӑвашсен ырӑ ячӗсем яланах халӑх асӗнче пулнине палӑртса культура ҫуртӗнче концерт иртрӗ.

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров