Торез тата Шупашкар - пулас тӑванла хуласем

Чӑваш Ене Донецк халӑх республикинчен унти промышленнӑҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Юрий Никоноров ертсе пыракан делегаци килнӗ. Тӗлпулура пӗрле ӗҫлемелли виҫӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Донецк делегацийӗ пирӗн пата ятарласа уяв тӗлне килнӗ: Республика кунне паллӑ тунӑ тапхӑрта вырӑнти экономика шайне курса хак пама, партнёрсем тупма меллӗ. Хӑнасене пуринчен ытла электротехника ыйтӑвӗ кӑсӑклантарать: Донбаса энергипе тивӗҫтерессине ҫӗнӗрен йӗркелесе ямалла. Пирӗн патра ку енӗпе хӗрӗхе яхӑн предприяти тӗнче шайӗнче ӗҫлет.  Донецк халӑх республикинчи промышленнӑҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Юрий Никоноров каланӑ тӑрӑх, тӗлпулу вӑхӑтӗнче палӑртнӑ плансем тата та анлӑланнӑ. Чӑваш Енпе ҫыхӑнса ӗҫлени Торезри электротехника заводне вӑй илсе ҫӗкленме май парӗ. 

 

Марина Карягина, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов