Тӗп хулари Хевеш урамӗнчи "Мирный 2" гараж хуҫалӑхне тӑтӑшах шыв илет 

Машин хуҫисен тата ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансен вара тӑнӑҫлӑх пирки ӗмӗтленмелли кӑна юлать. 

Вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн шарласа юхакан шыв ҫӗрпе пӗрле хуҫалӑха пӑрӑнса кӗмелли  асфальта вистесе кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ, теҫҫӗ куҫман пурлӑх хуҫисем. Шыв гаражсене, путвалсене, автомашин салонӗсене кӗнӗ. Кооператив умӗнчи ҫӗр юхса кайнӑран, кӗрсе тухасси чӑрмавлӑ пулса тӑнӑ. Арҫынсем хӑйсен вӑйӗпе канавсене хупланӑран ҫеҫ лару-тӑру кӑшт ҫӑмӑлланнӑ  Ку нуша ҫынсен 5-6 ҫул каяллах пуҫланнӑ. Уйрӑмах, айлӑмра вырнаҫнӑ ҫуртсенче пурӑнакансене йывӑр килет.

 

Леонид Петров, Елена Михайлова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов