Тӗп хулари 1-мӗш гимназирен вӗренсе тухаканасен уявӗ  Ҫамрӑксен театрӗнче иртрӗ

Уява ашшӗ-амӑшӗ, педагогсем, хӑнасем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Ку пӗлӳ учрежденинчен кӑҫал 124-ӑн вӗренсе тухаҫҫӗ. Уяв ячӗпе вӗсене гимнази директорӗ Луиза Аллабергенова, хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев, "Ҫамрӑк гварди" обществӑлла пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Андрей Шакулов саламларӗҫ. Ачасене хӑйсен умне пысӑк тӗллевсем лартма, вӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунчӗҫ. Вӗренӳре тата обществӑлла ӗҫре уйрӑмах хастар хӗрсемпе каччӑсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.


Диана Иванова, Михаил Солин