Тӗп хулара Раҫҫейри ал ӗҫ ӑстисен конкурсӗ иртет

Паян "Ӑста Раҫҫей" йӑлана кӗнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ пулӗ. Чи пултарулла маҫтӑра Хӗрлӗ Тӳремре пулакан уявра чыслӗҫ. Кӑҫалхипе 20-мӗш хут йӗркеленӗ конкурса ҫӗршыври 20 регионтан 48 маҫтӑр килсе ҫитнӗ. 

Чӑваш ҫӗрӗ - ҫӗршыври тӗрлӗ йӑла-йӗркепе халӑх культурине пӗрлештерекен тараватлӑ республика пулса тӑчӗ. Аякри хӑнасене Культура министрӗ Светлана Каликова тата Поленов ячӗллӗ Раҫҫейри халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Беляев саламларӗҫ. Пурне те хӑйсен ӑсталӑхӗпе тыткӑнлама ӑнӑҫу сунчӗҫ. 

 

Диана Иванова, Святослав Петров