Тӗп хулара кӑмӑл тӑвакансем валли канмалли кун та сатик ӗҫлет

Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи 206-мӗш сатикре ачасене шӑматкунсерен йышӑнакан ушкӑн уҫӑлнӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа 3 ҫулчченхи ачасене йышӑнаҫҫӗ. Пӗр кунлӑх мар, икӗ сехетлӗхе кӑна. Ку вӑл - тӗп хулари Вӗренӳ управленийӗн пилотлӑ проекчӗ. Алена Артемкина, Семен Антонов