"Театр - манӑн тӗнче. Станислав Кошкин художник" ятпа альбом-кӗнеке кун ҫути курчӗ

Надежда Кириллован черетлӗ изданине пахаланипе пӗрлех кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ пулса тӑнӑ ӑстан ӗҫӗсен куравӗпе та паллашрӗҫ Наци библиотекинчи уява пуҫтарӑннисем.

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Станислав Кошкиншӑн театр искусстви мӗн ачаран кӑсӑклӑ пулнӑ.  Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри театр, музыка, кинематографи патшалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ вӑл. Унти Ҫамрӑксен театрӗнче чылай ҫул художник-постановщик пулнӑ, ҫав хушӑрах ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче спектакльсем лартма хутшӑннӑ. Чӑваш театрӗн историйӗнче те унӑн ячӗ сумлӑ вырӑн йышӑнать.

Кӗнеке авторӗ Надежда Кириллова хӑй те пурнӑҫри 30 ытла ҫулне театр искусствине халалланӑскер ку темӑна темиҫе кӑларӑмра та ҫутатнӑ. "Телейпе илем" хайлав авторӗпе Ираида Петровапа шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах ҫыру ҫӳретнӗ вӑл, анчах ун чухне спектакль художникӗ Кошкин чӑваш пулнине шутламан та. Унпа каярах, Питӗрте пӗлӳ илнӗ чухне ҫывӑх паллашнӑ, театр ӳнерҫин мастерскойӗнче те пӗрре мар пулнӑ.

Надежда Кириллова чӑваш театрӗн сцени ҫинче вылянӑ чухне  Станислав Кошкин пултарулӑхне, хӑйнеевӗрлӗхне витӗр курса, туйса тӑнине палӑртать.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен Союзӗн пайташӗ Станислав Кошкин сценограф ӗҫӗсемпе унӑн ҫавраҫулӗ тӗлне уҫӑлнӑ куравра паллашма май пулчӗ. "Тӗрлӗ хулара, тӗрлӗ театрта ӗҫлерӗм, анчах тӑван чӑваш театрӗ яланах чӗре варринчеччӗ", - тет художник.

Курма килнисем альбом-кӗнеке питӗ паха та пуян пулнине палӑртрӗҫ. Унта художникӑн кун-ҫулӗпе те, кулиса хыҫӗнчи пурнӑҫпа та паллашма пулать. Кӑларӑма тӗрлӗ театрӑн тата Станислав Кошкин, Сергей Журавлев архивӗсенчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.


Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова