Тӑван тӑрӑхра производство уҫасшӑн

Элӗк районӗнчи Алексей Зорин хӑй тӗллӗн техника ӑсталать. Каччӑ ҫирӗм икӗ ҫулта ҫеҫ-ха. Апла пулин те вӑл виҫӗ машин пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. 

Малтанах каччӑн ӗмӗтне сахал ҫын ӗненнӗ. Ҫав ҫавах вӑл хайӗн чунӗ ыйтнине пурнӑҫлама пикеннӗ. Машин пайӗсене Алексей ялти гаражра - Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра ӑсталанӑ. Техника пуҫтарма кӑсӑклӑ та, тӑкаклӑ та. Чи йывӑрри - машин гусеницине хатӗрлесси пулнӑ. Материалне Раҫҫейӗпех шыранӑ. Тӗслӗхрен, Архангельск тӑрӑхӗнчен ятарлӑ лента кӳрсе килнӗ. Тимӗр пайӗсене авма та ҫӑмӑл пулман. Ун валли пултаруллӑ каччӑ хӑйех ятарлӑ хатӗр шутласа кӑларнӑ. Тусӗсем те май килнӗ таран пулӑшнӑ.


  
Вероника Павлова, Виолетта Александрова