Сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсенчен ҫамрӑксене пур енлӗн аталанма май паракан лаптӑксем тӑваҫҫӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче ача-пӑча кану лагерӗсене аталантарма тата вӗсенче ҫарпа патриотла воспитани центрӗсем йӗркелеме тӗллев лартнӑ. Ҫакна пурнӑҫа кӗртес ыйтусемпе физкультурӑпа спорт министерствинче канашлу ирттерчӗҫ.

Проекта пурнӑҫа кӗртмелли тӗп лаптӑксем "Шурӑ чулсем", "Росинка" центрсем тата "Вӑрман юмахӗ" санаторисем пулӗҫ. Физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденисенче ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех канма тата сывлӑхӗсене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫак тӗллевпе лагерьсен пурлӑхпа техника никӗсне тӗпрен ҫӗнетӗҫ.

Унсӑр пуҫне "Шурӑ чулсем" тата "Росинка" центрсенче "Губернатор лагерӗ" йӗркелес тӗллевлӗ. Вӑл "Артек" стандарчӗсемпе килӗшӳллен ӗҫлекен вырӑн пулӗ.

Ҫавӑн пекех "Шурӑ чулсем" лагерь ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа спорт тата патриотизм енӗпе аталантармалли центр та пулӗ. Кунта кӑҫал ҫулла "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллен Раҫҫей шайӗнчи "Паттӑрсен ҫӗршывӗ" смена уҫӑлӗ.

Ҫак тӗллевсене пурнӑҫа кӗртни республикӑри ачасене ҫӗршыв шайӗнчи лагерьсенчи евӗр сменӑсенче канма, пултарулӑхӗпе тавра-курӑмне ӳстерме май парӗ. Педагогсемпе вожатӑйсене ку енӗпе вӗрентме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем "Артекри" ӗҫ опычӗпе те паллашӗҫ.


Оксана Верликова, Игорь Ульянов