Сывлӑха ҫирӗплетес вырӑнне суранланма пулать

Патӑрьел районӗнчи уҫӑ тӳпе айӗнчи физкультурӑпа сывлӑх комплексне ниепле йӗркене кӗртсе ҫитереймеҫҫӗ.

Хальхи йышши спорт объектне Треньелте "Демографи" наци проекчӗн "Спорт - пурнӑҫ норми" программипе килӗшӳллӗн пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Анчах сывлӑха ҫирӗплетес вырӑнне кунта хальлӗхе  суранланмалли  ытларах. Халӑх фрончӗн хастарӗсем Треньелте пулнӑ май ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса кунта шӑп ҫулталӑк каялла - ҫурла уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Ҫак хушӑра стадион, баскетболла тата волейболла вылямалли лаптӑксем, воркаутпа тренажёр кӗтесне хатӗрленӗ, 100 ҫын валли трибунӑсем вырнаҫтарнӑ. Ялта пурӑнакансене сывлӑхӗсене ҫирӗплетме май туса панӑ пек, анчах ҫитменлӗхсем куҫ умӗнчех, ӑнлантарҫҫӗ Президент юхӑмӗн  хастарӗсем. 
Хӑпарса тухнипе ятарлӑ виткӗче  темиҫе тӗлте касса тухнӑ. Унсӑр пуҫне  футбол уйне те тӗплӗ ҫыпӑҫтарман. Симӗс курӑк евӗр сийрен такӑнасси ним мар.


Ирина Николаева, Димитрий Макаров