Шывпа пӑртан ҫуралнӑ вутӑш

Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене пӑртан ӑсталанӑ вутӑш савӑнтарать. Кӳлепене Андрей Молоков скульптор хӗллехи ишев федерацийӗн ҫурчӗ ҫумӗнче туса лартнӑ. Маҫтӑр час-часах Раҫҫейре тата тӗнче шайӗнче иртекен пӑрпа юр скульптурисен фестивалӗсене хутшӑнать.

Хӑй те пӗрре мар ҫавӑн пек уявсене хамӑр патра йӗркеленӗ. 

Чӑн малтан скульптор пулас кӳлепен эскизне хатӗрленӗ. Вутӑша Атӑл ҫывӑхра пулнишӗн суйласа илнӗ. Андрей Молоков тахҫанах Андерсен юмахӗнчи сӑнара ӑсталама ӗмӗтленнӗ.

Атӑл пӑрӗ меллӗ те паха пулнине пӗлтерчӗ маҫтӑр. Ӗҫлеме ӑна питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ - иртен-ҫӳренсем те хавхалантарсах тӑнӑ. Уйрӑмах юнашар вакӑри сивӗ шывра шӑмпӑлтатакансем савӑнтарса тӑнӑ.

Кӑҫал хулара Введени чиркӗвӗ ҫумӗнче Андрей тата юртан икӗ пирӗшти ӑсталанӑ. Ытларах чухне маҫтӑр хӑйӗн пултарулӑхне тӗрлӗ фестивальте аталантарать. Хӑй те темиҫе хут Шупашкарта скульпторсен уявне йӗркеленӗ: хӗлле - юрпа пӑр кӳлеписен, ҫулла - хӑйӑртан тунисен. Пирӗн пата тӗрлӗ ҫӗршыври маҫтӑрсем те пӗрре мар килнӗ. Андрей ҫак ырӑ йӑлана малалла та тӑсма ӗмӗтленет. Ку вӑл хула ҫыннисемшӗн те, туристсемшӗн те пысӑк уяв.

 

Надежда Александрова, Наталья Егорова, Димитрий Макаров