Шупашкарти Республика тӳремӗнчи сквер улшӑнса ҫӗнелӗ

Халӗ унта хӗрӳ ӗҫ пырать. Паркри лару-тӑрупа  Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов паллашрӗ.  

Хулари чи аслӑ парксенчен пӗри тахҫантанпах юсав курман. Уҫӑлса ҫӳремелли ҫулсем кивелнӗ, саксем ҫӗрӗшнӗ. Кану вырӑнне хӑтлӑх кӳме вӑхӑт ҫитнӗ. Тӗп урамсен пӗринче вырнаҫнӑ сквера ҫывӑхри Аграри тата Педагогика университечӗсен студенчӗсем те, Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем те кӑмӑлаҫҫӗ. Юсава 2 уйӑх каялла пикеннӗ. Проекта улшӑнусем кӗртме тивнипе палӑртнинчен кӑшт каярах вӗҫлӗҫ.

 

Алиса Александрова, Святослав Петров