Шупашкарти пӗрремӗш гимназире чӑвашла "Калаҫу клубӗ" ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Вӗрентекенсем кӗске вӑхӑтра нумай ӗҫ тунӑ, чылай ачана клуба явӑҫтарнӑ. Пӗрлешӗвӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарма вӗсем концерт хатӗрленӗ. Куракансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулчӗ.

Ҫапла юрӑпа, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ хаклӑ хӑнасене "Чӑваш чӗлхи-чӗкеҫ чӗлхи" калаҫу клубне ҫӳрекенсем. Гимназире ку пӗрлешӳ 8-мӗш уйӑх тухӑҫлӑ ӗҫлет. 4 енпе аталанса пырать клуб. Ӑна пуҫарса ярас шухӑш 7-мӗш класра вӗренекен Александра Попован ҫуралнӑ. Вӑл пӗлтӗр "Шурӑ чулсем" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта Олег Николаевпа тӗл пулнӑ вӑхӑтра хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки пӗлтернӗ.  Республика  Пуҫлӑхе ӑна ырласа йышӑннӑ.

Александрана Олег Николаев асӑнмалӑх "Раҫҫейӗн тӗрленӗ карти" кӗнеке парнелерӗ. Малашне те хастар пулма сунчӗ. Чи кӑсӑкли, хӗрача чӑвашла лайӑх калаҫаймасть, ҫапах та Сашӑн вӗренес кӑмӑлӗ питӗ пысӑк. 
Пӗтӗмлетӳ концертӗнче ачасем хӑйсем мӗн пултарнине туллин кӑтартса пама тӑрӑшрӗҫ: сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ташларӗҫ. Чӑваш йӑли-йӗркине те аса илчӗҫ. Тӑван чӗлхепе калаҫас текенсем татах та нумайланасса шанаҫҫӗ клуба йӗркелекенсем. Хальлӗхе ушкӑнра 100 яхӑн ача.

Калаҫу клубӗн малашлӑхӗ ҫутӑ пуласса, Чӑваш чӗлхи кунӗ кӑна мар, ытти уявсем те тӑван чӗлхепе ҫакӑн пек шавлӑ иртессе шанаҫҫӗ кунта.


Надежда Александрова, Виктор Степанов