Шупашкарти ортопеди центрӗнче реабилитаци центрӗ хута кайрӗ

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин медицина ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне ирттернӗ видеоконференци вӑхӑтӗнче онлайн меслетпе Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн реабилитаци корпусне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗ. Ҫӗнӗ учреждение ҫак кунсенче сумлӑ хӑнасем те пахаларӗҫ. 

Ҫӳллӗ шайри медицина технологийӗсен центрне пирӗн регионта Раҫҫей ертӳҫин пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. 13 ҫулта кунта 90 пин ытла ҫынна витӗмлӗ пулӑшу кӳнӗ. Ҫак учреждени ҫӗршывра кӑна мар, тӗнче шайӗнче те пысӑк ят-сума тивӗҫнӗ. Шупашкарти пек ҫулталӑкра 5 пин ытла эндопротезировани тӑвакан клиника Европӑра та шутлӑ ҫеҫ. Ҫак кунсенче центрӑн хушма корпусӗ ҫынсене йышӑнма тытӑнать. Унсӑр пуҫне кунта артроскопи тата спорт медицинин уйрӑмӗсем ӗҫлеме пуҫламалла. Травматологи центрӗнче ҫулсерен тӑвакан операцисен шучӗ 10 пинрен те иртмелле, консультаци шайӗнче, амбулатори майӗпе паракан медицина пулӑшӑвне ҫулталӑкра 40 пин ытла аманнӑ ҫынна кӳмелле.


Алиса Александрова, Игорь Ульянов