Шупашкарта регионти  хоккей центрӗ хута кайрӗ 

Ҫӗнӗ комплекс "Спорт пурнӑҫ норми" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ пӗрремӗш пысӑк объект.  

Ҫӗнӗ пӑр керменне уҫма Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫитрӗ. Коронавирус инфекцийӗ сарӑласран хӑна-вӗрле пухас темен. Апла пулин те хоккей центрне регион ертӳҫипе пӗрле Раҫҫей спорт министрӗ Олег Матыцин тата Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Валерий Газзаев пахалама пултарчӗҫ. Шупашкарпа вӗсем видеоҫыхӑнӑва тухрӗҫ. Олег Матыцин пирӗн республикӑра спортпа туслашакансен йышӗ ӳссе пынине палӑртрӗ. Ҫак хисеп  Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ҫакнашкал центр уҫни вара ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума май парӗ. 

 

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин, Никита Углёв