Шупашкарта пӗрремӗш хут Чӑваш Енри кадетсен балӗ иртрӗ

Унта 10 вӗренӳ учрежденийӗнчен 300 яхӑн ача  хутшӑнчӗ. Ташӑ уявӗнчен пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те юлмарӗ. 

Кадетсен стройпа утма ҫеҫ мар, ташлама та пӗлмелле, иккен. Ҫавӑнпа вӗренӳ программинче ҫак ӑсталӑха пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне ташӑра кӑтартнисӗр пуҫне, илемлӗ тум-тирпе те палӑрас килет ачасен. Акӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейне ҫӳрекен хӗрсен кӗписем хӗвел ҫинче илемлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Тумсене шкулти хореографпа технологи учителӗ хатӗрленӗ. Пурне те шута илнӗ вӗсем. Хӑлха ҫаккисем те хӑйнеевӗрлисем.  Республикӑри кадетсен балӗ Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртрӗ. Чӑннипе, кун пек уяв унччен те пулнӑ, анчах та кашни муниципалитет хӑй тӗллӗн йӗкеленӗ. Кӑҫал ҫӗнӗ йӑла пуҫарнӑ - 9-мӗш тата 11-мӗш классене тӗп хулана чӗннӗ.


Вероника Павлова, Михаил Солин