Халӗ шкулта юсав пырать. Вырӑнти влаҫсем вӗренӳпе ҫыхӑннӑ патшалӑх программисене хастар хутшӑннӑран, икӗ сменӑпа пӗлӳ пухас ҫивӗч ыйту Шӑнкӑртамра ҫитес ҫул татӑлмалла. "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кунта хушма ҫурт хӑпартма тытӑннӑ. Ҫакӑн валли тӗрлӗ шайри бюджетран 118 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл хута кайсан, унта 120 ача валли вырӑн пулӗ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӗ 21 вӗренӳ учрежденийӗ уҫӑлмалла.
Леонид Петров, Михаил Солин