Шупашкарта ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тапхӑра хатӗрлеме пуҫланӑ 

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн хушӑвӗпе кӗркунне тӗлне 47 котельнӑя йӗркене кӗртмелле. 

Ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тапхӑр нумай пулмасть кӑна вӗҫленчӗ пулин те, "Теплосеть" предприятире тӑрӑшакансем ҫитессине хатӗрленме пуҫларӗҫ те ӗнтӗ. Тимофей Кривов урамӗнчи тӑваттӑмӗш ҫурт ҫывӑхӗнче халӗ ӗҫ вӗрет. Кунти 125 метр тӑршшӗ пӑрӑха улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Вӗсене кунта 30 ҫул каяллах хурса хӑварнӑ. Ҫак тытӑм ку тӑрӑхри нумай хваттерлӗ 27 ҫурта, Мускав районӗн администрацине, Строительство техникумне, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницине ӑшӑпа тата вӗри шывпа тивӗҫтерсе тӑрать. Пӑрӑхсене хӑш вырӑнта юсамаллине е улӑштармаллине шыв пусӑмӗпе тӗрӗслеҫҫӗ. 

 

Екатерина Фомина, Никита Углёв