Шупашкарта Анатолий Леонтьев пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫрӗҫ

Совет тата Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Анатолий Леонтьев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 15 ҫул ҫитрӗ. 

Анатолий Леонтьев хӑйӗн хыҫҫӑн чӑннипех ырӑ ят хӑварнӑ. Вӑл Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ялӗнче 1937-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ фронтра пуҫ хунӑ. Паллах, ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Обществӑпа политика ӗҫне Анатолий Михайлович 18 ҫултах явӑҫма пуҫланӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухсан ӑна ВЛКСМ обкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйланӑ. 1974-мӗш ҫулта Куславкка райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче ӗҫленӗ. Тепӗр икӗ ҫултан ӑна КПСС обкомӗн уйрӑмӗн ертӳҫине лартнӑ. 1990-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнче Анатолий Леонтьева Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн председателӗ пулма шаннӑ. Ҫак тивӗҫе вӑл ҫулталӑк ытла пурнӑҫланӑ. Унтан "Чӑвашхмель" пӗрлешӳре, пӗр вӑхӑт  Раҫҫей  Правительствин Ҫурҫӗр Кавказри полномочиллӗ представителӗнче тӑрӑшнӑ. Пенсие тухсан та 5 ҫул ветерансен канашне ертсе пынӑ. Пухӑннисем Анатолий Михайлович ҫӗршыва чунтан парӑннӑ, ӗҫтешӗсене хисепленӗ ҫын пулнине палӑртрӗҫ.


Надежда Александрова, Виктор Степанов