Шупашкар администрацийӗнчи тата пушар хуралӗнчи специалистсем кашни эрнере рейдсем ирттереҫҫӗ

Ку хутӗнче ушкӑн тӗп хулари уйрӑм ҫуртсем вырнаҫнӑ урамсене тӗрӗслерӗ. 

Тӗрӗслев Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Герцен урамӗнче иртрӗ. Кунта уйрӑм ҫуртсем йышлӑ. Специалистсем ватӑсем пурӑнакан килсене тимлерӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисене электропӑралук, кӑмака, мӑрье, вентиляци юсавлӑхне пӑхса тӑма ҫӑмӑлах мар. Инспекторсем ҫутӑ тытӑмӗсене хӑҫан улӑштарнине, хутса ӑшӑтмалли хатӗрсене специалистсем юлашки хут хӑш уйӑхра килсе тӗрӗсленине ыйтрӗҫ. Кашнине памяткӑсем валеҫрӗҫ.  Вӗсенче инкек-синкек тухасран мӗнле сыхланмаллине тата ятарлӑ службӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ.

 

Леонид Петров, Семен Антонов