Шкул пӗтерекенсем пӗлӳ тӗрӗслевӗн хӗрӳ тапхӑрне кӗчӗҫ

Паян пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсем пуҫланаҫҫӗ. 11 класс пӗтерекенсен суйласа илнӗ предметсемпе - географипе, литературӑпа тата химипе тӗрӗслевсем пулаҫҫӗ. Ӗнер вара республикипех "юлашки шӑнкӑравсем" янӑрарӗҫ.

Кӑҫал Чӑваш Енре пурӗ 19 пине яхӑн ача 9 тата 11 класс пӗтереҫҫӗ. Вӗсенчен 8-пинӗшӗ - Шупашкарти вӗренекенсем. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗп хулари 2-мӗш гимназири уявра пулса курчӗ. 

Ку пӗлӳ учрежденинче паян 800-е яхӑн ача вӗренет. 9-мӗшпе 11-мӗш классенчен 132-ӗн вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗсенчен 45-шӗ шкулпа яланлӑха сыв пулашаҫҫӗ. Хумхануллӑ, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ уявпа вӗсене шкул директорӗ, килнӗ хӑнасем, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем саламларӗҫ, пурнӑҫри ҫӗнӗ тапхӑрта ӑнӑҫу сунчӗҫ. Ҫамрӑксем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене юрӑ-ташӑпа, сӑвӑсемпе тыткӑнларӗҫ. Анлӑ ҫул ҫине тӑма хатӗрленекен яш-кӗрӗм пулас профессине палӑртса хунӑ та. Халӗ вӗсен экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса шутланине пурнӑҫа кӗртесси ҫеҫ юлать.

Ачасен халӗ умра хумхануллӑ тапхӑр. 9 класс пӗтерекенсен экзаменсем пуҫланнӑ та ӗнтӗ. 11-мӗшсен пӗрремӗш пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ паян иртет, юлашки - утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче. 
Юлашки шӑнкӑрава янратма вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, республикӑри, ҫӗршыв шайӗнчи конкурссемпе олимпиадӑсенче малтисен ретӗнче пулнӑ Яна Семенова  тивӗҫрӗ.


Оксана Верликова, Игорь Ульянов