Шӑрӑх кунсем ҫитнӗ-ҫитмен шывра инкексем сиксе тухнӑ 

Ҫулталӑк пуҫланнӑрнпа Чӑваш Енре 14 ҫын шывра путнӑ. Вӗсенчен 2-шӗ - ачасем. Кун пирки Правительство Ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫрӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӑлавҫӑсене шыва кӗрекенсем хушшинче профилактика ӗҫне вӑйлатма хушрӗ. 

Иртнӗ эрнере ҫанталӑк шӑрӑх тӑчӗ. Вӑтамран кӑнтӑрла 22 градус ӑшӑ пулчӗ. Ҫавна май чылайӑшӗ юханшывсемпе пӗвесем хӗррине иленнӗ. Шел пулин те, шыва кӗрекенсем хушшинче 2 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Эрнекун Ҫӗрпӳ районӗнчи Рындино ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗверен ҫӑлавҫӑсем 9 ҫулхи арҫын ача кӗлеткине туртса кӑларнӑ. Ҫав кунах тепӗр инкек Шупашкар районӗнче пулнӑ. Янашкассинчи пӗвере шӑллӗпе пиччӗшӗ кимӗпе ярӑннӑ. Анчах ишмелли хатӗр тӑрук ӳпӗннӗ.  Ялта пурӑнакан пӗр ҫын 12 ҫулхи арҫын ачана туртса кӑларнӑ, 17 ҫулхи ҫамрӑка вара пулӑшайман. Ҫул ҫитменнисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Ҫавӑнпа ҫуллахи кунсенче вӗсене инкеке лекесрен сыхламалла, аса илтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.


Алена Артемкина, Евгения Зиновьева, Андрей Шоклев