Шӑмӑршӑра пурӑнакансем федераци укҫипе юсанӑ пӗве типнипе кӑмӑлсӑр

Пилӗк миллион тенкӗ ӑҫта "юхса" кайнӑ? Ҫак ыйту шӑмӑршӑсене хумхантарать, анчах та татӑклӑ хурав вырӑнти влаҫсенчен халӗ те илеймеҫҫӗ. Сӑмах плотина пирки пырать. Тӗплӗ юсав хыҫҫӑн унти шыв нумай та тытӑнса тӑман - пӗчӗк кӳлленчӗк ҫеҫ юлнӑ. 

Ҫуркунне вырӑнти пулӑҫсем пӗвене 100 килона яхӑн пулӑ янӑ. Ҫак тӗллевпе 30 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ҫынсем усӑллӑ ӗҫе хаваспах хутшӑннӑ. Анчах та савӑнӑҫ нумая пыман. Плотинӑри шыв чакма тытӑнсан халӑх пулӑсене ҫӑлма пикеннӗ. Плотинӑран шыв мӗншӗн тарнине пӗлме Шӑмӑршӑра пурӑнакансем вырӑнти влаҫсем патне ҫул тытнӑ. Анчах та унта татӑклӑ хурав парайман.


Вероника Павлова, Димитрий Макаров