Шӑм-шака ҫирӗплетме те, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пулать

Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канурисем валли "Сывлӑх пункчӗсем" уҫаҫҫӗ.

Тӗллевсенчен пӗри - аслӑ ӑрурисене ҫӗнӗлле пурӑнма,  вӑхӑта сывлӑхшӑн усӑллӑ та кӑмӑллӑ ирттерме хӑнӑхтарасси. Пӗчченлӗхпе кичемлӗх авӑрне путма парас мар тесе Раҫҫейри "Хӗрлӗ Хӗрес" пӗрлешӳ тивӗҫлӗ канурисем валли "Сывлӑх пукчӗсем" уҫать. Ку проекта хӑйсем патӗнче чи малтан пурнӑҫланисем - чӗмпӗрсем. Унта пӗлтӗр ҫакнашкал 36 центр уҫӑлнӑ. Пирӗн республикӑри пирвайхи пункт Сӗнтӗрвӑрри хулинче ӗҫлеме пуҫларӗ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров