Санкцисем хамӑр производстӑна аталанма пулӑшаҫҫӗ

Чӑваш патшалах университечӗн химипе фармацевтика факультечӗн лабораторийӗнче студентсем нефть тата газ уҫлакан промышленноҫра усӑ курмалли хальхи резин хатӗрсем шутласа кӑларнӑ. Вӗсем пӑрӑхсене сыпӑнтарнӑ чухне кирлӗ. 

Тӗнчери лару-тӑру ҫивӗчлениччен ӗҫре, кулленхи пурнӑҫра ытти ҫӗршывра туса кӑларнӑ таварпа кунсерен усӑ курнӑ. Вӗсем сутлӑхран ҫухаласса шутлама та пултарайман. Анчах санкцисене пула вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне паян туянма май ҫук. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ученӑйсем, химипе фармацевтика факультетӗнчи студентсемпе аспирантсем промышленноҫра усӑ курмалли резин хатӗрсем шутласа кӑларнӑ. Вӗсене пӑрӑхсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Чапаев ячӗллӗ пӗрлешӳ ыйтнипе тунӑ. Рецепта наука ӗҫченӗсем пӗрле хатӗрленӗ. Халь цехра резин хатӗрсене хӑйнеевӗрлӗ технологипе ӑсталҫҫӗ.


Алёна Артемкина, Димитрий Макаров