Республикӑри волонтерсем пӗр уйӑхра 14 пин ҫынна пулӑшнӑ 

Тӳлевсӗр апат-ҫимӗҫ валеҫме пӑрахӗҫ, ҫавах та хӑйсен ӗҫне чарса лартмӗҫ. 

Волонтерсен ӗҫ вӗрет. Вӗсем Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем патне ҫитме хатӗрленеҫҫӗ. Кунӗпе - ирхи 8-тан пуҫласа 18 сехетчен вӗсене апат-ҫимӗҫ хутаҫӗсене валеҫеҫҫӗ. Пур продукцие те Чӑваш Енре туса каларнӑ. Аграри университетӗнчи студентсем пулӑшу кӗтекенсем валли апат-ҫимӗҫпе тултарнӑ 20 хутаҫ хатӗрленӗ. Республикӑри волонтерсен центрне регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарнипе йӗркеленӗ. Вӑл ҫак кӑткӑс тапхӑрта "Пӗрле" девиза пӑханса пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлемелли пирки каланӑ. Ҫакна шута илсе ватӑсене тӳлевсӗр апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме йышӑннӑ. 

 

Алена Артемкина, Михаил Солин