Республикӑри уйсенче шӑшисем ӗрченине палӑртаҫҫӗ специалистсем

Акса хӑварни тӗрӗс-тӗкел шӑтса тухса аталантӑр, хӗле кӗриччен ҫирӗпленсе ҫиттӗр тесен кӗрхи культурӑсене тимлесех тӑмалла. Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем лаптӑксене хӗлӗн-ҫӑвӗн сӑнаҫҫӗ тесен те юрать. Хальхинче вӗсем Канаш районӗнче пулчӗҫ. 

Республикипе калас пулсан, кӗрхисем  пур ҫӗрте те пӗрешкел мар пулин те, тӗпрен илсен аван вӑй илнӗ. Ӑмӑр кӗр кунӗ гектарӗ-гектарӗпе сарӑлса выртакан ешӗл пусӑсем пӗр чӑрмавсӑр аталаннӑн туйӑнать. Специалистсем вара вӗсене тӗрлӗ енлӗн хакланӑ хыҫҫӑн тин пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Кун пек чухне акас умӗн ҫӗре мӗнле хатӗрлени те, хурт-кӑпшанкӑран, чирсенчен сыхланса тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерни те, вӑрлӑхне хӑҫан ҫӗре хывни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗре кирлӗ пек хатӗрлемесӗр тырӑ ҫине тырӑ аксан вара калчана сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ, выртса юлнӑ пӗрчӗсене пула шӑшисем илӗнес хӑрушлӑх пысӑк. Кӑҫал ҫак сӑтӑрҫӑсем уйсенче уйрӑмах йышлӑ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов