Республикӑри шыравҫӑсем Мурманск тӑрӑхӗнчи экспедицирен таврӑннӑ 

Нумай пулмасть, пирӗн шыравҫӑсем Вырӑс географи пӗрлешӗвӗпе Ҫурҫӗр флочӗ йӗркеленӗ экспедицие хутшӑнса Баренц тинӗсӗнчи Кильдин утравӗ ҫинче пулчӗҫ. 

Экспедици хастарӗсен йышӗнче историксемпе географсем, ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекенсем. Пӗтӗмпе 30-а яхӑн ҫын лагерь йӗркелесе палаткӑсенче пурӑнчӗ. Пурин те пӗр тӗллев - утраври Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ вырӑнсене тӗпчесси, кунта пытарнӑ салтаксен вил тӑприсене йӗркене кӗртесси. Шыравҫӑсем малтанах Хӗвел анӑҫ Кильдин ятлӑ поселок ҫумӗнчи масара тирпейлеме пикенчӗҫ. Ҫак ӗҫ ушкӑн умне уйрӑмах пысӑк яваплӑх кӑларса тӑратрӗ. Вӑхӑт нумай иртнӗрен хӑш вил тӑпри камӑн пулни паллӑ мар. Ҫавӑнпа та сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансем ӑҫта мӗнле салтак выртнине ӗлӗкхи сӑнӳкерчӗксемпе карттӑсем тӑрӑх палӑртрӗҫ. Юхӑнса кайнӑ вырӑна тирпейлесе паттӑрсен тӑприсем ҫине ҫӗнӗ обелисксем вырнаҫтарчӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Семён Антонов, Евгений Романов