Михаил Иванов пирӗн регионта кӑларнӑ продукцие ыйтакан нумаййине палӑртрӗ, Раҫҫейре кӑна мар урӑх ҫӗршывсенче те. Ҫав шутра нефтьпе газ промышленноҫӗнчи, атом энергетикинчи предприятийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ.
Республикӑри предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе Раҫҫей промышленноҫӗпе суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Михаил Иванов паллашрӗ
Ҫавӑн пекех Шупашкарта вӑл электротехника промышленноҫне аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчӗ. Чӑваш Енре ку енӗпе 200 ытла организаци ӗҫлет, 30-а яхӑн отрасль пӗрлӗхне кӗрекеннисем.