Республикӑри онкологи диспансерне икӗ томографпа тивӗҫтернӗ

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗсемпе усӑ курма пуҫланӑ. Ҫӗнӗ хатӗрсем шыҫӑ чирне малтанхи тапхӑрта палӑртма пулӑшаҫҫӗ. 

Республикӑри онколги диспансерне "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче компьютерлӑ икӗ томограф илсе килнӗ. Ҫӗнӗ хатӗрсене поликлиникӑра вырнаҫтарнӑ. Вӗсене валли кунта уйрӑм пӳлӗмсем йӗркеленӗ. Пирӗн республикӑра унччен кун пек хӑватлӑ аппаратсем пулман. Вӗсем шыҫӑна пуҫламӑш тапхӑрта палӑртма май параҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Никита Углев