Республикӑри кардиологи диспансерӗ сывлӑха тӗрӗслемелли ҫӗнӗ хатӗрпе пуянланнӑ 

Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кардиологи диспансерне чӗре тӗрӗслемелли аппарат кӳрсе килнӗ. 

Пациент урисемпе ҫак велоэргометра ҫавӑрттарать. Ҫав вӑхӑтра унӑн чӗри мӗнле тапнине, юн тымарӗсен ӗҫне тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, пирӗн кардиологсем унччен те ҫакнашкал евӗр аппаратпа усӑ курнӑ. Анчах ку ҫӗнӗрех те меллӗрех. Унчченхи велоэргометр ҫинче пациентсен пӗр сехет хушши пускӑчсене ҫавӑрттармалла пулнӑ. Ҫӗнӗ аппарат диагноза 30-40 минутра палӑртма май парать. 

 

Алена Артемкина, Семен Антонов.