Республикӑра пушӑ выртакан ҫӗр хуҫисене хирӗҫ малалла кӗрешеҫҫӗ

Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗн управленийӗнчи специалистсем тӑрӑшнипе иртнӗ ҫул республикӑра 560 ытла гектар ҫӗр пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Вӑл шутра пушӑ выртакан лаптӑксене туртса илсе урӑх ҫынсене панӑ. Апла пулин те пурлӑхпа тӗллевлӗ уса курман тӗслӗх ҫав-ҫавах нумай. Леонид Петров, Михаил Солин