Республикӑра пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫейри "Голоса над Волгой" конкурс иртет

Унта ҫӗршыври музыка театрӗсенчи артистсем тата консерваторисенче вӗренекен студентсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Китайпа Узбекистанри юрӑҫсем те ӑсталӑхне кӑтартӗҫ.

Пултарулӑх конкурсне пуҫарса яраканӗ - Чӑваш Енри  театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ. Опера юрӑҫисен тупӑшӑвне йӗркелеме тахҫанах  ӗмӗтленнӗ, - пӗлтерчӗ  Союз председателӗ Сергей Павлов. Пӗтӗмпе конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 160 заявка панӑ. Вӗсенчен тӳресем 60-шне суйласа илнӗ. Ҫапла Чӑваш Ене Мускав, Новосибирск, Хусан, Барнаул, Красноярск, Самар, Саратов, Сыктывкар, Чулхула тата ытти хуласенчен пултаруллӑ юрӑҫсем ҫитнӗ.  Унсӑр пуҫне Шупашкарта иртекен финала Китайпа Узбекистан артисчӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш Ен чысне 20 яхӑн ҫамрӑк юрӑҫ хӳтӗлӗ. Гала-концерт конкурс лауреачӗсене авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче пӗрле пуҫтарать. Ҫавӑн пекех сцена ҫине Ирина Долженкопа Михаил Казаков юрӑҫсем тухӗҫ. Билетсене Пушкин карттипе те туянма май пулӗ.

 
Елена Дмитриева, Святослав Петров