Республикӑра кунран кун вырма вӑй илсе пырать

Республикӑри хуҫалӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тырӑ пуссисене хир карапӗсене кӑлараҫҫӗ. Чӑваш Енре вырма хӗрсе пырать - кӗрхи тулӑ тухӑҫне пухма 13 районта тухнӑ. 

"Цивильский бекон" предприяти йӗтемӗнче  ҫӗнӗ тырӑ куҫа савӑнтарать. Уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ҫине-ҫине кӗрхи тулӑ тиенӗ машин кӗрет хуҫалӑха. 10 ҫул каялла 200 гектар ҫинче ӗҫленӗ пулсан паянхи кун ҫӗр лаптӑкӗ 40 хут ӳснӗ. Кӑҫал 5 пин те 900 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫапса илмелле. Пӗлтӗр пӳлме тулли тухӑҫпа савӑнтарайман ҫанталӑк. Кӑҫал вырмана аван кӑтартусемпе вӗҫлессе шанаҫҫӗ предприятире.

Красноармейски тӑрӑхӗнчи "Таябинка" хуҫалӑхри техника тулӑ пулса ҫитсен те пачӑшкӑ пил памасӑр тапранса тухмасть. Кӑҫал та ҫак йӗркене тӗпе хурса агрофирмӑра ӗҫлекенсем пулса ҫитнӗ тырӑ пусси умӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. 2020-мӗш ҫулта гектартан 50 центнер тухӑҫ пухса илнӗ. Кӑҫал та тӗллевсем пысӑк. Пурте хастаррӑн ӗҫлеме хатӗр.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров